Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Кивӗ кӗрӗк ҫил вӗрнипех ҫӗтӗлет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Литература пурӑнать, сывалӗ-ха...

— Эсир питӗ хӑйне евӗрлӗ шухӑшлакан тӗпчевҫӗ. Сирӗн литература темипе, вӗрентӳ ӗҫӗпе, общество пурнӑҫӗпе ҫырнӑ статьясем планах шӑв-шав ҫӗклеҫҫӗ...
— Ҫаплах пулса тухать пулмалла, вӗсемшӗн ӗнсе чикки те ҫисе курнӑ...
— Мӗн вӑл Сирӗн: павлин пек курнӑҫланни-и е тӗнчекурӑм ҫапла «шӑртлӑ-и»?
— Иккӗшӗ те мар. Эпӗ Дон Кихот мар ҫил арманӗпе ҫапӑҫма. Ҫак тӗллевсемпе ҫыратӑп вӗсене: пӗрремӗшӗнчен, хытса шӑнӑрланса ларнӑ, пӗр енлӗ шухӑшлав шаблонӗсене аркатса чӑнлӑха тӗрлӗ енчен пӑхма тӑрӑшатӑп; иккӗмӗшӗнчен, кӑштах сенсацилӗх тӑвасси те юнрах пулмалла («Все сюжеты хороши, кроме скучных» текен принцип-ши?), вӗрентӳ ӗҫӗнче те плюрализм пулмаллах: тавлашӑпӑр-тавлашӑпӑр та Хусанкайпа кайран «халь иккӗш те паха» тесе калӑпӑр.
— Уйрӑмах сирӗн «Аван-и» хаҫатра пичетленнӗ статьясем нумайӑшне шарт! сиктерчӗҫ: учительсене те, шкул ачисемпе студентсене те, писательсемпе тӗпчевҫӗсене те...
— Ҫапла, ку чӑн-чӑн истори манӑн пурнӑҫра. Борис Чиндыков редактор хӑюлӑхне пула «чала тухрӑм» эпӗ. Юрату темине хускатнӑ К.Иванов, Ҫеҫпӗл, Я.Ухсай, П.Эйзин, Г. Кореньков поэтсен сӑввисемпе поэмисене тишкертӗм. Шавӗ пулчех пулмалла. Уйрӑмах К.Иванов пултарулӑхӗнчи эротика туртӑмӗсем мӗнле ӳкерӗннине «Аван-и?» хаҫатӑн 1991 ҫулхи раштаври номерӗнче пичетленнӗ статья шӑпи хӑйне евӗрлӗ пулчӗ. Каҫармарӗҫ мана куншӑн. «Нарспи ятне варалать», — тесе вӑрҫрӗҫ. Писательсен союзне илместпӗр терӗҫ, «кандидат эротических наук» текенсем те, ӑнланаканнисем те пулчӗҫ. Манӑн «айӑпӗ» вара — герой психологине тепӗр енчен, табу йӗркине пӑхӑнмасӑр, сӑмаха «ҫуллантармасӑр», «фомантикӑламасӑр», «идеализацилемесӗр» чӑнлӑха шырама хӑтланнинче; К.Иванов генилӗхне халиччен тӗпчемен енчен пӑхса тата ҫӳле ҫӗклеме тӑрӑшнинче... Ҫеҫпӗл чунпа чирлине тишкернӗ статьяшӑн (Хыпар. 1994. Чух уйӑхӗн 17-мӗшӗ) каллех «ҫылӑхлӑ пултӑм». Поэт психологине юратупа вилӗм философийӗ мӗнле пырса тивнине Ҫеҫпӗл сӑввисемпе, ҫырӑвӗсемпе, дневникӗнчи йӗркесемпе ӗнентернине чылайӑшӗ йышӑнмарӗҫ. Темиҫе теҫетке ҫул асӑрхама юраман вӑрттӑнлӑхсене, ан тив, тавлашуллӑрах пулин те, ҫиеле кӑларатӑп. Каҫарччӑр вулакансем, лӑпкӑн, шаблонлӑ, ҫывратса ямалла тӳлек ҫырма вӗренеймерӗм пулмалла».

Р.Скворцова калаҫнӑ
«Хыпар». 1996, ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗ


 
Категорисем: Интервьюсем
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2008-11-02 15:34:54 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2380 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем